Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче микроавтобус КамАЗпа ҫапӑнса иртсе кайнӑ. Никам та шар курман. Апла пулин те пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
«Форд Транзит» микроавтобус водителӗн права та пулман, машини те хӑйӗн мар иккен. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем.
27 ҫулти ҫамрӑк Шупашкарта хӑналаннӑ, ир енне килне кайма тухнӑ. Ҫула май вӑл хӑй унччен ӗҫленӗ автосервиса кӗнӗ, унта ларакан микроавтобуса хускатса ҫула тухнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле пӗр ӗҫ, административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне районӗнче прокурор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Вӑл - Вадим Захаров.
2017 ҫултанпа ку должноҫе Юрий Фуражников йышӑннӑ. Вадим Захарова ку тивӗҫе 5 ҫуллӑха шанса панӑ.
Вадим Юрьевич 1982 ҫулта Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Шупашкарти право тата управлени академийӗн юридици факультетне пӗтерсен Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӗҫ вырӑнне темиҫе те улӑштарнӑ, Мари Элта та ӗҫленӗ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫак кунсенче путса вилекенсем те нумайланнӑ. Канмалли кунсенче 3 инкек пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 1980 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Тепӗр кун республикӑра икӗ ҫын шыва путнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Березовкӑра 23-ри каччӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Кӑнтӑрла Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Катӑкуй ялне килнӗ пулнӑ. Арҫын уҫӑлас тесе пӗвене шыва кӗме кайнӑ та таврӑнман.
Палӑртмалла: ку таранччен республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче 80 ҫулти старик ҫухалнӑ. Вӑл хурӑн ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Тӑванӗсем ӑна тупма пулӑшнӑ полицейскисене - Александр Суворова, Алексей Васильева тата Любовь Павловӑна - тав тунӑ.
Ҫав кун старике малтан мӑшӑрӗ темиҫе сехет шыранӑ. Тупайманнипе 112 номерпе шӑнкӑравланӑ.
Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсе тавралӑхра шырама пуҫланӑ. Вӗсӗм старике 1 сехетре тупнӑ. Ватӑскер халтан кайнӑ.
____Муркаш районӗнчи Куҫкин ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын 53-ри шӑллӗне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхи 7 сехетре вӑл шӑллӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Хайхискер ӑна пуҫӗнчен чӑмӑрӗпе 5 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ тепӗр кунхине вилнӗ.
Пиччӗшне вара тытса чарнӑ. Ҫын сывлӑхне сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн унӑн судра явап тытма тивӗ.
Муркаш районӗнчи Амаксар утравӗ ҫинче Чӑваш тата Мари республикисенчи археологсем 2-мӗш ҫул ӗнтӗ анлӑ шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, утравӑн хӗвеланӑҫ енче чылай ӗмӗр чӑвашсен авалхи киремет йывӑҫҫисем ларнӑ. Шупашкар ГЭСне тунӑ хыҫҫӑн вӗсем шыв айне пулнӑ. Вӑл вырӑнти ӗлӗкхи вил тӑприсем те юхса кайнӑ. Авалхи чӑвашсен йӑлипе ваттисене асӑнмашкӑн юлашки 30-40 ҫул хушши ҫынсем хыр йывӑҫӗ патне пыраҫҫӗ, несӗлӗсене аса илеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ тележурналистсем.
Муркаш районӗнчи Вӑрӑмой ялне ҫити асфальт ҫул сараҫҫӗ. Паян унта 10 ытла ҫын тӑрӑшать, техника ҫителӗклӗ.
«Атӑл–Вурмой» объекта пӗлтӗр юсама тытӑннӑ. Ун чухне ҫулӑн 3,3 километрне юсаса ҫӗнетнӗ, кӑҫал тата тепӗр 3,5 километр тӑршшӗ ҫӗнетӗҫ.
Подрядчик пулса «Проксис» тулли мар яваплӑ общество тӑрӑшать. Рабочисем ӗҫе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлӗннӗ. Паян ҫула тӑвасси малалла пырать.
Ял ҫыннисем ҫул туса панишӗн савӑнаҫҫӗ. Пӗчӗк ҫав ялта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ӗҫе район центрне ҫӳрет. Хитре ҫулпа чарӑнӑва ҫити утса тухма та лайӑх, машинӑсемшӗн те меллӗ.
Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ.
Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ.
Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын пӗр кунхине 70 пин тенкӗ укҫа ҫухалнине асӑрханӑ. Сывлӑхӗ енчен хавшак тӑванӗпе пурӑнаканскер хӑйсем патне килсе ҫӳрекен кӳршине шанман, анчах лешӗ укҫа тытнине туннӑ.
Полицейскисем лавккасенчи сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Вӗсем хӑйсен ял ҫынни унччен укҫа ҫуккипе нушаланнине, юлашки вӑхӑтра вӑл пысӑк купюрӑпа апат-ҫимӗҫ туянма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫав этем кӳршӗллӗ районсене юлашки уйӑхра таксипе темиҫе хутчен кайса килнӗ иккен.
Унччен судпа айӑпланнӑ 50 ҫулти арҫын кил хуҫисем ҫук чухне чӳречерен кӗрсе укҫа вӑрланӑ иккен.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ӗнер, Муркаш районӗнчи Чуракасси ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. 43 ҫулти хӗрарӑм кил хуҫалӑхӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 34 минутра пӗлтернӗ. Пушар хуралтӑсенчен пуҫланнӑ.
Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм сарая тата ҫурта ярса илнӗ. Хӑпартма пуҫланӑ пӳрт ҫине куҫас хӑрушлӑх та пулнӑ.
Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре 4 техника, 2 трактор хутшӑннӑ.
Хуҫалӑхра навес, ампар, ҫурт, сарай тата мунча ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ хута яман пӳрт тӑрри сиенленнӗ. Шел те, выльӑх-чӗрлӗх те шар курнӑ: 22 ӗне ҫунса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |